15:15 11 августа 2018 г.
Хисеплĕ ентешсем, спорта юратакансем!
Сире Физкультурник кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Ку уяв спортсменсемшĕн те, тренерсемшĕн те, спорт юхăмĕн ветеранĕсемшĕн те, ҫавăн пекех сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнакансемшĕн те ҫывăх. Шăпах сирĕн ҫитĕнĕвĕрсене кура Чăваш Ене спортпа чи туслă регионсен йышне кĕртеҫҫĕ.
Эпир спорт инфратытăмне ҫĕнетсех пыратпăр, массăллă спорта аталантарма тата спортра пысăк ҫитĕнӳсем тума, Чăваш Енĕн спорт резервне хатĕрлеме условисем йĕркелетпĕр. Паян республикăра пурăнакан кашни ҫыннăнах физкультурăпа тата спортпа туслашма май пур. Сывлăх кунĕсене, ытти мероприятие пĕтĕм халăх хапăл туса йышăнать.
Чăваш Енре спорт чăннипех вăйлă аталанать. Юлашки ҫулсенче ачасемпе ҫамрăксен тата адаптаци спорчĕ вăй илсе пырать. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем те хăйсен тĕслĕхĕпе спорта аталантарнине кăтартаҫҫĕ. Вĕсене кура республикăри ытти организаци-учреждени, предприятисем ушкăнпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаҫҫĕ.
Спорт бази лайăх пулни регионта республика, Пĕтĕм Раҫҫейри тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене, тĕрлĕ ӳсĕмри ҫынсем валли сиплев мероприятийĕсене ăнăҫлă ирттерме май парать. Чăваш Енĕн 2018 ҫулхи спорт календарьне спортăн 66 тĕсĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри - 50, республикăри 400 ăмăртăва кĕртнĕ. Тăрăшса ĕҫленин усси пурах. Чăваш спортсменĕсем тĕрлĕ шайри пысăк ăмăртусенче ҫĕнтереҫҫĕ, физкультурăпа тата спортпа туслашнисен хисепĕ те республикăра ҫулсеренех ӳсет. Пирĕн пĕрлехи ĕҫе, сывă общество йĕркелессине тӳпе хывакансене пурне те тав тăватăп, ҫирĕп сывлăх, тăнăҫлăх, спортра, куллен пурнăҫра ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе ăнăҫу сунатăп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Уважаемые любители спорта!
От всей души поздравляю вас с Днем физкультурника!
Этот праздник одинаково близок всем, кто имеет отношение к спорту: спортсменам, тренерам, ветеранам спортивного движения и всем приверженцам активного образа жизни.
Чувашия закрепила за собой статус одного из самых спортивных регионов страны.
Мы постоянно совершенствуем спортивную инфраструктуру, создаем условия для развития массового спорта и спорта высших достижений, подготовки спортивного резерва республики.
Чувашия живет насыщенной спортивной жизнью. В последние годы успешно развивается детско-юношеский, семейный, адаптивный спорт.
Сотрудники органов власти всех уровней своим личным примером пропагандируют здоровый образ жизни. Наш спортивный посыл активно поддержали многие организации, учреждения и предприятия республики.
Пользуются популярностью Дни здоровья и спорта и иные оздоровительные мероприятия для различных возрастных групп населения.
Развитая спортивная база позволяет региону успешно проводить республиканские, общероссийские и международные соревнования. В спортивный календарь Чувашии 2018 года вошли около 60 всероссийских соревнований, 400 республиканских физкультурных и спортивных мероприятий по 66 видам спорта.
Отрадно, что результатом проводимой комплексной работы являются многочисленные победы чувашских спортсменов в престижных соревнованиях разного уровня, неуклонный рост числа жителей республики, активно занимающихся физкультурой и спортом.
Выражаю всем искреннюю благодарность за вклад в наше общее дело – формирование здорового общества, желаю здоровья, благополучия и новых достиженийна спортивном поприще и в повседневной жизни! Пусть известное выражение «В здоровом теле здоровый дух» станет девизом каждого!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев