13:29 18 ноября 2016 г.
"Уçă калаçăвăн" паянхи хăни — КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ, Комсомольски тата Çĕрпÿ райкомĕсен пĕрремĕш секретарĕ пулнă Максим Иванович КОРОТКОВ. Хĕрлĕ Чутай райĕçтăвкомĕн председателĕнче, Чăваш АССР йăла пулăшăвĕ парас ĕç министрĕнче ĕçленĕ, Çĕрпÿ хулин хисеплĕ гражданинĕ. Çурла уйăхĕнче 88 çул тултарчĕ. Çĕрпÿ хулинчи пĕр пÿлĕмлĕ çĕнĕ хваттерĕнче иртнине паянхипе танлаштартăмăр.
— Райцентрти ветстанцие хирĕç виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаттăр. Кунта хăçан куçрăр? Питĕ хăтлă, пĕр пÿлĕмлĕ, кухни пысăк.
— Унта аслă хĕрача кравачĕ. Мана пăхать. Зала хам йышăнтăм. Çĕнĕ çурта нумаях пулмасть килтĕмĕр.
— Журнал сĕтелĕ çинче — «Максим» пирус. Тăватă пачка! Туртатăр-и?
— Ниепле те пăрахаймастăп. Темшĕн «Максим» çеç чуна çывăх. Тен, хам Максим пулнăран. Нумай çул мăкăрлантаратăп, çапах вилмерĕм-ха. Çамрăк чухне штанга çĕклени, кавир çинче кĕрешни пулăшрĕ-тĕр.
— Хваттерĕр ăшă, çавăнпа футболкăпа çеç. Ун çинче — Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăнĕ.
— Темле тĕлпулура парнелерĕç. Шел, кивелчĕ. Каллех ăмăртăва кайса пăхас тетĕп. Тен, тепре парĕç.
— «Тĕллевсĕр пурăнса ирттернĕ çулсем кайран асаплантарса ан ыраттарччăр тесех пурăнма тăрăшмалла», — çырнă Николай Островский çыравçă. 90 çула çитсе пынă май пуçа çак сăмахсем пăраламаççĕ-и?
— «Сывлăша вараласа пурăнмастăп-ши?» — текен ыйту мана çамрăк чухне пĕрре те канăçсăрлантарман. Кайран хама суйласа лартнă ĕç вырăнĕсенчен хавхалану кăна илнĕ.
— «Карьера тума тĕллев тытнисем чи малтанах хăйсен ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ» тени пирки мĕн калатăр?
— Вĕсен йышне хама кĕртместĕп. Çынсене ертсе пырассишĕн партипе совет органĕсен ертÿçисен умĕнче пуç çапман, вĕсене юрассишĕн ырă та пултаруллă кадрсем çинчен элеклемен. Мана, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетне пĕтернĕскере, ВЛКСМ райкомне, КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци тата шкулăн вĕренÿ пайĕсене ертсе пыма темиçе хутчен те сĕнчĕç — килĕшмерĕм. Парти тытăмĕсенче ĕçлеме çăмăл пулмарĕ. Çынсен ыйтăвĕсене пĕрмай татса пама тиврĕ. Куншăн савăнатăп çеç. Вăхăта пĕр кун та усăсăр ирттермен.
— Эсир 1972-1987 çулсенче Çĕрпÿ районне ертсе пынă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çапах та çынсемпе еплерех ĕçленине аса илеймĕр-и?
— Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине хывнă тÿпене паян пĕр енлĕ хаклама йывăр мана. Шкулсем, культура çурчĕсем, ача сачĕсем, производство корпусĕсем, пурăнмалли вырăн, лавккасем, çулсем çуллен хута янă. Пурне те аса илейместĕп. Çĕрпĕве республикăри пĕчĕк хуласенчен пĕрремĕш газификацилерĕмĕр, пурăнмалли çуртсене ĕçмелли шыв кĕртрĕмĕр. Чурачăкри тимĕр-бетон заводне туса пĕтертĕмĕр. Строительство организацийĕсен пурлăх никĕсне тĕреклетрĕмĕр. Ял хуçалăхне пысăк ÿсĕмпе аталантартăмăр. Районта ĕçленĕ çулсем чун-чĕрере тарăн йĕр хăварчĕç, тивĕçлĕ канура аса илмессерен пурăнма хавхалантарчĕç.
Эрех лайăх сутăннă
— Агропромышленноçа укçа мĕн чухлĕ хывнă?
— Çак кунсенче çеç сарăхнă папкăсене уçса лартăм. Ял хуçалăхне X пилĕкçуллăхра /1976-1980 çç./ IX пилĕкçуллăхринчен 1,6 хут нумайрах — 38 миллион тенкĕ — янă. Хуçалăхсен производство хăвачĕсем 42 процент хушăнса 57 миллион тенкĕпе танлашнă. Тĕрлĕ майпа илекен энергипе — 57, минерал удобренийĕсемпе 39 процент ытларах усă курнă. Мелиораци анлă сарăлчĕ. Ял хуçалăх производствине промышленноçпа коопераци никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Аш — 12, сĕт — 9, çăмарта 80 процент нумайрах, тырпул кашни гектартан 19,8 центнер туса илсе тухăçа 2 центнер ÿстернĕ.
— Ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатнă çынсене асăнаятăр-и?
— Вĕсем йышлăччĕ. Çапах та «Память Ульянова» совхоз тракторисчĕ Александр Иванов тата дояркисем Роза Петровăпа Зоя Николаева, сăнав станцийĕн комбайнерĕ Николай Смирнов, «Правда» совхоз бригадирĕ Н.Леонтьева, «Богатырь» совхозăн сысна пăхаканĕ Зинаида Центровăпа Зоя Федорова асăмран тухмаççĕ.
— Районсене пысăк плансем панă. Вĕсене мĕнле йÿнеçтернĕ?
— Тĕп кăтартусемпе тултарнă. Çапах та хăшпĕрне пурнăçлайман. Сăмахран, X пилĕкçуллăхăн 4,9 çулĕнче патшалăха 7 пин тонна тырă парса çитереймерĕмĕр, темиçе хуçалăх сысна ашĕ туса илме пăрахрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра ĕне шучĕ районти кашни хуçалăх пуçне республика кăтартăвĕнчен пĕчĕкрехчĕ. Çавăнпа кайра пыракансенчен производствăна ÿстерме çирĕп ыйтрăмăр.
— Пурнăçа улăштарма май килчĕ-и?
— Манăн куç умĕнчех лайăхланчĕ. Ял çыннисем çĕнĕ çурт-йĕр турĕç, вĕсем валли социаллă объектсем хута ятăмăр. Тавар ассортименчĕ ÿсрĕ. X пилĕкçуллăхăн 2,5 çулĕнче кăна çынсем çăмăл автомашина — 243, мотоцикл 466 туяннă. 2,9 çул хушшинче планран ирттерсе тавар 295 пин, кашни çын пуçне вăтамран 453 тенкĕлĕх сутнă.
— Хальхи вăхăтра çынсене мĕнле чăрмавсем пăшăрхантарнине пĕлетпĕр. Ун чухне хăш çитменлĕхсемпе кĕрешнĕ?
— Халăха куллен кирлĕ хăшпĕр тавар çитмен. Сăмахран, пахчаçимĕç, улма-çырла, пулă, тип çу, дефицит шутланнă продукци. Çав вăхăтрах тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕнче эрех тÿпи 27-28 процент пулнă. Çак йĕркесене район партконференцийĕн /1978 ç./ протоколĕнчен илтĕм.
— Çуттин тÿпи район хыснишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Халĕ лавккасем çуталса çеç лараççĕ. 1970-1980 çулсенче тĕксĕмрехчĕ. Килĕшетĕр-и?
— Тĕрĕс калатăн. Çÿлерех асăннă конференцире çынсем ытларах мĕнле тавар туянасшăн пулнине тĕпчесе пĕлменшĕн, суту культурине ÿстерменшĕн райпона критиклерĕмĕр. Çав вăхăтрах халăха йăла пулăшăвĕ парас енĕпе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшне 30,7 процент пысăклатнă, вăл районти кашни çын пуçне 13,44 тенкĕпе танлашнă. «Цивильский» совхозсăр пуçне кашни хуçалăх территорийĕнче йăла пулăшăвĕ паракан комплекслă йышăну пункчĕ ĕçленĕ. Çĕрпÿри йăла пулăшăвĕ паракан комбинат 1978 çулта уйăхсерен плана тултарманнине, çынсен саккасĕсене вăхăтра тата паха пурнăçламаннине палăртрăмăр.
Суйласа лартнă
— Промышленноç предприятийĕсем мĕнле ĕçленĕ?
— IX пилĕкçуллăхра /1971-1975 çç./ маларахри пилĕкçуллăхринчен продукци 31 процент, 4 çул та 10 уйăхра планран ирттерсе ăна 1,62 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă. 1970 çулхипе танлаштарсан ĕç тухăçлăхне 17 процент ÿстернĕ. Апла пулин те 1975 çулта иртнĕ партконференцире эпĕ çапла каларăм: «Хăшпĕр предприяти ертÿçисем, парти организацийĕсем хăйсен ĕçне тиркевлĕ куçпа пăхса хак памаççĕ, кăçалхи плана тултарассишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаççĕ. Хăшĕ-пĕринче ĕç тухăçлăхĕн ÿсĕмĕ шалу ÿсĕмĕнчен пĕчĕкрех. Çакă производствăна механизацилессине, автоматизацилессине вăйлатмаллине тепре çирĕплетет».
— IX пилĕкçуллăхра социаллă объектсем мĕн чухлĕ тунă?
— 1840 ача вĕренмелĕх шкулсем. Вĕсен çумĕнче интернатсем 50 вырăнлăх, 510 ача валли апатлантармăшсем. 1973-1975 çулсенче клубсем 500 вырăнлăх, пурăнмалли çуртсем 2463 тăваткал метр хута янă.
— Ĕç çыннин çулталăкĕнче кадрсен ыйтăвне те хускатас килет. Коллективсене ертсе пымалли должноçсене уйăрса лартнă чухне мĕнле пахалăхсене пăхнă?
— Хальхисенех — пĕлÿ шайне, кандидатурăн ĕç стажĕпе производствăри опытне, характерне, çынсене ертсе пыма, вăл хăйне коллективра тĕрĕс тытма, плана тултарассишĕн çынсене ĕçлеттерме пĕлнине, сывă пурнăçпа туслине… Хăшĕ-пĕри район ертÿçисен шанăçне тÿрре кăлармарĕ: е плана тултараймарĕ, е тÿрĕ çултан пăрăнчĕ, е эрех черкки ăшне путрĕ. Ун пеккисене малтан парти енĕпе выговор, çирĕп выговор панă, тÿрленмесен ĕçрен кăларса пĕчĕкрех должноçа вырнаçтарнă.
— Максим Иванович, иксĕмĕр калаçса ларнă хушăра кушакусенчен пĕри калаçма тытăнчĕ. Сирĕнпе сăмахлать-и?
— Манпа. Кăнтăрла çеç, çĕрле шăп. Пĕри аçа, тепри ама.
— Тĕлĕнмелле. Этем пекех пуплет. Кун пек аçана пуçласа куратăп. Кăçал Çĕрпÿ хулин хисеплĕ гражданинĕпе, республикăн Апат-çимĕç фончĕн директорĕ пулнă Юрий Егорович Федоровпа килĕнче тĕл пулсан ман çума кушак çури çыпçăнчĕ, икĕ сехет вылярĕ. Ку аçа çывăха пыма тăхтать. Журналист тивĕçне пурнăçласа район-хула шайĕнче ирттерекен пуху-канашлура час-часах пулма тивет. Вĕсенче тепĕр чухне доклада çителĕксĕр сÿтсе явса çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртмаççĕ. Сирĕн вăхăтра мĕнле пулнă?
— Пуху-канашлура объективлă доклад тунă. Плана тултарман предприятисен, хуçалăхсен ертÿçисене критикленĕ. Доклада хĕрÿллĕн сÿтсе явнă. Пренисем çивĕччĕн иртнĕ. Хальхи вăхăтра критика тата самокритика шайĕ пирĕн вăхăтринчен пĕчĕкрех. Районтан обкома е партин Тĕп Комитетне çăхавсем нумай çыратчĕç. Вĕсене тĕрĕслеме ытларах обкомран е Министрсен Советĕнчен килнĕ, е тивĕçлĕ мерăсем йышăнма райкома ярса панă. Çитменлĕхсемшĕн, саккунсене пăхăнманшăн пĕр шелсĕр явап тыттарнă. Документацие тустарнă, асăрхаттарнă, тÿрĕ çул çине тăратнă. Ăса кĕртсе должноçри çынсен яваплăхне ÿстернĕ.
Тивĕçлисене çеç хавхалантарнă
— Эсир 1970-1972 çулсенче Чăваш АССР йăла пулăшăвĕ парас ĕç министрĕ пулнă. Анчах питĕ сахал ĕçленĕ. Мĕншĕн?
— Çак должноçа мана КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе таврăнсан лартрĕç. Унта ĕçлеме йывăрччĕ, мĕншĕн тесен эпĕ отрасле пач пĕлмен. Пурăнмалли çурт-йĕре юсас, халăха йăла пулăшăвĕ кÿрес енĕпе чылай вăй хума тиврĕ. Стройматериалсем çитместчĕç, ытти чăрмав пайтахчĕ. Обкомăн пĕрремĕш секретарĕнчен Н.Вороновскирен министртан хăтарма, парти ĕçне куçарма ыйтрăм. Çĕрпÿ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Районта еплерех вăй хуни çинчен пуçарнă сăмаха тăсса çакна калатăп. Ял хуçалăхĕпе промышленноç производствине каярахри пилĕкçуллăхсенче те ÿстернĕ, социаллă пурнăçа лайăхлатнă. Республикăри районсен хушшинче Çĕрпÿсем çуллен виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă.
— Плана тултарманшăн, парти уставне, саккунсене пăхăнманшăн, хăйсене коллективра, çемьере тытма пĕлменшĕн, ытти пăтăрмахсемшĕн ĕçрен кăларнă-и?
— Пулнă ун пек тĕслĕхсем.
— Вĕсемпе пĕрлех пĕтĕм вăя хурса ĕçлекенсене, ÿсĕм тăвакансене мĕнле савăнтарнă?
— Парти, совет, общество организацийĕсен наградисемпе хальхинчен лайăхрах хавхалантарнă. Орден-медаль нумай панă. Халĕ вĕсем ĕç çыннисене питĕ сахал лекеççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă чухне çав наградăсем «Ĕç ветеранĕ» ята илме май панă.
— Производствăна пысăк тÿпе хывмасăрах пысăк наградăна тивĕçнисем — хитре калаçса партком, райком секретарĕсене, хуçалăх е предприяти ертÿçисене юранисем — пулнă-и?
— Пуш сăмах çаптарса, тар юхтармасăрах ертÿçĕсене юраса награда илме тăрăшакансен, карма çăварсен докуменчĕсене малалла яман. Ăна производствăра нумай çул ÿсĕм, çитĕнÿ тунисене çеç панă.
— Райкомăн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлесе илнĕ укçапа мĕн тума май килчĕ?
— Уйрăм çурт лартман, çăмăл автомашина, дача туянман. Районта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Унта мăшăрпа Мария Семеновнăпа виçĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Çемье валли пĕчĕк дача турăмăр. Мана кашни уйăхра пенси 20 пин тенкĕ параççĕ. Пĕр пайне мăнуксене çитĕнтерме уйăратăп.
— Хрущев 1980 çул тĕлне Совет Союзĕнче коммунизм тума тĕллев лартнăччĕ...
— Тĕллевне лартнăччĕ-ха та, анчах пурнăçланмарĕ.
— «Экономикăра, социаллă пурнăçра Америкăран иртсе каятпăрах!» — тенĕ вăл. Иртрĕмĕр-и?
— Çук. Çĕршывăн аталану хăватне, тĕллеве мĕнле майпа пурнăçлассине тишкермесĕрех персе янă сăмахсем çеç. Америкăран хальхи ăру иртсен лайăхчĕ.
— Брежнев саманине мĕнле хаклатăн?
— Çĕршыв аталанчĕ, пурнăç лайăхланчĕ, Совет Союзне пĕтĕм тĕнче хисеплеме тытăнчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
18 Ноября, 2016 | Хыпар | Пулса иртни | Уçă калаçу
Автономное учреждение Чувашской Республики «Цивильский издательский дом» Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики